Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Паян ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва виҫӗмҫулхипе танлаштарсан ытларах хутшӑнчӗҫ. Хӑвӑр пӑхӑр: малтанхи вӑййа 1200 ытларах ҫырӑннӑ пулсан, хальхинче вара 2500 патнелле. Икӗ хут ытларах. Районсене пӑхас пулсан — Вӑрнар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк тата Элӗк районӗнчисем уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр районсенчен хутшӑнакансем вара ытла та сахал пулчӗҫ — Куславкка, Ҫӗмӗрле, Муркаш. Те вӗсем патне пӗлтерӳ ҫитеймен ӗнтӗ, те компьютер таврашӗпе вӗсем чуханрах. Тутарстанри ачасем те чылайччӗ — уйрӑмах Ҫӗпрел районӗнчен хутшӑнакан йышӗ пысӑкччӗ. Вӗсен шучӗ, сӑмахран, хӗрлӗчутайсенчен та ытларахччӗ.
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».
Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.
Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ.
Чӑвашран тухнӑ Мускаври офицерсен «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» пӗрлешӗвӗнче тӑракансем час-часах республикӑри ҫамрӑксемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Тӗллевӗ — пултаруллӑ яш-кӗрӗме, хӑйсен пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарма палӑртакансене тӗрлӗ сӗнӳ-канаш парса пулӑшасси. Хальхинче делегаци Пӑрачкав районӗнче пулчӗ.
Пухӑва ҫара кайма вӑхӑт ҫитнӗ яшсем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, Афганистанри тата Чечняри вӑрҫӑ-хирӗҫӳсене хутшӑннисем, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех патриот юхӑмӗн активисчӗсене, ҫамрӑк космонавтсен отрячӗсене ыйхравланӑ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенчен кадетсем йышлӑн килнӗ. Пухӑва ҫар ӑслӑлӑхӗн докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ҫар академийӗн кафедрин профессорӗ Иван Николаев полковник ертсе пычӗ. Пирваях вӑл офицерсен пӗрлешӗвӗ, унӑн тӗллевӗсемпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ.
АВН | 17 |
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Ӗҫ программинче пӗлӳ тата хутшӑну илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫне-хӗлне уҫса парасси» темӑпа семинар ирттерчӗ. Семинара чӑваш шкулӗн 5-11-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен 20 учитель хутшӑнчӗ.
Семинарта сӑмах ӗҫ программин ӑшлӑхӗпе тытӑмӗ тата терминологи ҫинчен пычӗ. Учительсем ФГОСпа ҫыхӑннӑ пӗтӗмӗшле тата уйрӑм ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, хатӗр программӑсемпе паллашрӗҫ.
Тӑтӑш усӑ куракан тӗп терминсен ҫакнашкал варианчӗсене сӗнчӗҫ:
• пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — познавательные универсальные учебные действия;
• хутшӑнӑва кӗмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — коммуникативные универсальные учебные действия;
• пайӑррӑн пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ е кашни ачан хӑй тӗллӗн пӗлӳ илмелли пур енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ — личностные универсальные учебные действия;
• кашни ача хӑйне хӑй йӗркелесе пӗлӳ илмелли пур енлӗ вӗренӳ ӗҫӗ-хӗлӗ — регулятивные универсальные учебные действия;
• вӗренӳ результачӗн кашни ачара пулмалли кӑтартӑвӗсем — личностные требования к результатам освоения.
Юпа-чӳк кунӗсем ҫитсе пынӑран ҫутҫанталӑк самай улшӑнать — кӗрхи сӑн ҫапать. Йывӑҫсем симӗс тума саратаҫҫӗ-хӗретеҫҫӗ, кайӑксем кӑнтаралла кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫулӗ инҫе пулнӑран хур кайӑксем пысӑк шывсенче канса илеҫҫӗ, вӑй илеҫҫӗ.
Нумай пулмасть Вӑрӑмпуҫ пӗвинче ял халӑхӗ акӑшсене асӑрханӑ. Канаш тӑрӑхӗнче вӗсем сайра хутра чарӑннӑран шурӑ кайӑксем питӗ кӑсӑклантарнӑ — чылайччен сӑнарӗҫ вӗсене.
Уҫырма ялӗ Канашран инҫе мар вырнаҫнӑ — кунта ҫитме 2 ҫухрӑм ҫеҫ кирлӗ. Ялӗ вара ыран 365 ҫул тултарнине уявлӗ — ӑна 1646 ҫулта никӗслени паллӑ.
Паян, утӑн 15-мӗшӗнче ял уявӗн тӗп репетицийӗ иртнӗ — нумай халӑх вырнаҫмалӑх сӗтел хатӗрленӗ, асфальт ҫул хӗрринчи чикӗ чулӗсене сӑрласа тухнӑ, куравсемпе стендсем йӗркелесе ҫитернӗ.
Уҫырма ял уявӗ чаплӑ иртмелле — шӳрпе те пулӗ, спорт вӑййисем (урамсем футболла тат волейболла ӑмартӗҫ, кире спорчӗнче мала тухма тӑрӑшӗҫ, вӗрен туртӗҫ тата ыт.те) те. Ҫӗнтерӳҫӗсене чаплӑ парнесем кӗтӗҫ — вӗсене спорсорсем хатӗрлесе те хунӑ ӗнтӗ. Ҫамрӑксем валли каҫхи кану каҫӗ пулӗ.
Ял халӑхӗ пурне те хӑнана, уява чӗнет!
Канаш районӗнчи Уҫырмара ҫуралса ӳснӗ Иван Андреев халӗ Тӗмен облаҫӗнчи Белый Яр поселокра пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те ӗҫлет-ха вӑл. Отпуск вӑхӑтӗнче ҫулсеренех тӑван ене таврӑнать. Ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ йывӑҫ пӳрт кивелнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа Иван Федорович ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклеме шухӑш тытнӑ.
Киввине сӳтнӗ чухне кил-тӗрӗшре усӑ куракан авалхи хатӗр чылай тухнӑ. Иван Андреев вӗсене Уҫырма шкулӗн музейне панӑ. Вӗсен йышӗнче — сӑра вӗретмелли хатӗрсем, ут таврашӗ, савӑт-сапа. Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Иванов Иван Федоровича экспонатсемшӗн тав тунӑ.
Паян ирхине, 6 сехетсем иртсен, Чунҫӳрев-2011 ҫула тухрӗ.
Чунҫӳрев кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн пусламӑшӗнче ҫула тухать. Тӗллевӗ — хамӑр халахӑн тымарӗсене тӗпчесси. Енчен те ытларах чухне ҫулҫӳрев маршручӗ Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн ҫӗрӗпе иртетчӗ пулсан, кӑҫалхи маршрут кӑшт урӑхларах — ҫул Кавказ еннелле выртӗ. Чӑвашсем Дагестана ҫитсе Сементер, Варачан, авалхи Сӑвар, Беленджер хулисемпе паллашасшӑн, асӑнмалӑх юпа лартса хӑварасшӑн.
Чунҫӳрев-2011 епле иртнипе эсир ун сайтӗнче (bulgar.chuvash.org) паллашма пултаратӑр. Унта ятарлӑ кун кӗнеки пулӗ. Ӑна вӑхӑтра ҫӗнетсе тӑрӗҫ — чунҫуревҫӗсем ӑҫта ҫитнине, вӗсен кӑмӑл-туйӑмӗ епле пулнине ҫутатса тӑрӗҫ.
Мӗнех, сӑнӑр — пӗрремӗш чарӑну Шӑхасанта пулӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Анаткас Уҫырма халӑхӗ ҫӑлкуҫ патне каякан ҫула юсани усӑллӑ та пархатарлӑ пулчӗ пулсан, тепӗр ӗҫ ӑнӑҫмарӗ вара вӗсен. Виҫӗмкун вырӑнти «Агат» футбол ушкӑнӗ Атнаш ял тӑрӑхӗсенисемпе тӗл пулмалла пулнӑ. Шел те, «Кировец» ушкӑн хӑнасене кӗтсе илме пултарайман, вӑйӑ лаптӑкне те тухайман. Анаткас Уҫырмасем вара, чылай вӑхӑт кӗтне хыҫҫӑн, киле таврӑнма тивнӗ.
Канаш районӗн футбол чемпионачӗ малалла тӑсӑлать — Атнаш ялӗн ушканӗ малти вырӑна тухасси питӗ шикленӳллӗ вара.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |